Ҫиекен лаша ҫултан юлман теҫҫӗ те, Шупашкар районӗнчи ваттисен ҫурчӗсенче пурӑнакан кинеми-мучисем ӗҫлекен ҫын пурӑнма хӑват илет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫулне кура мар чӗрӗ. Вӗсем социаллӑ ӗҫченсемпе пӗрле час-часах кӑштӑртатаҫҫӗ: ҫулла — хушма хуҫалӑхра, хӗлле — картишӗнче.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк тӑман ҫусах тӑчӗ, тавралӑха хӳтерчӗ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн стационарлӑ центрӗсенче (урӑхла каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) хӳтлӗх тупнисем хӗллехи вӑхӑтра картише юртан час-часах тасатаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшра харӑс тӑрса ӗҫлени йышри туслӑха ҫирӗплетет, сывлӑхшӑн та усӑллӑ. Пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса ӗҫленӗ чух вӑхӑт сисӗнмесӗр тата хаваслӑ иртет, пуҫ та уҫӑлать.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Стройминӗ «Скоростные магистрали» обществӑн, «Мосгипротранс» тата «Нижегородметропроект» проект консорциумӗпе Шупашкар районӗнче тума палӑртакан чукун ҫул вокзалӗн ыйтӑвне сӳтсе явма пухӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле. Концепципе «Метрогипротранс» обществӑн тӗп архитекторӗ Александр Орлов паллаштарнӑ. Ӑна тӗрлӗ сӗнӗве шута илсе йӗркелӗҫ.
Кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш уйӑхӗнче Улатӑр хулин хысни хӗсӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, унтисен хыснине укҫа-тенкӗ 15,9% сахалтарах кӗнӗ. Элӗк районӗнче 11,5% чакнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайчӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарланине ӗненсен, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне муниципалитетсен бюджетне налук тата налук мар тупӑш пурӗ 544,9 млн тенкӗ кӗнӗ. Асӑннӑ суммӑран 399,9 миллионӗ — налук.
Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан тупӑш шайне 19 районта ӳстернӗ. Уйрӑмах аван ӗҫленисен шутӗнче Ҫӗрпӳ (ӳсӗм 64,1%), Шупашкар (33,0%), Йӗпреҫ (17,2%), Красноармейски (17,0%) тата Шӑмӑршӑ (16,6%) районӗсене асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑйсем туса илекен тупӑш виҫи ҫичӗ муниципалитетра чакнӑ.
Шупашкар районӗнче муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе тата пурлӑхпа усӑ куракансенчен укҫа шыраса илеймеҫҫӗ. Кунта сӑмах аренда тӳлевӗ пирки пырать.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне унта аренда укҫин парӑмӗ 12 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тӗп парӑмҫӑсем хушшинче Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби «СтройИнвест», «СМК «АРТЕК», «ИК «Актив», «ГРИФФ», «Парк», «СУОР», «Теплоэнергосеть», «Янтарь» обществӑсене, «Туруновский» кооператива, «Восток» гараж кооперативне, Н.Е. Львов ятлӑ уйрӑм ҫынна, В.П. Крюковский усламҫӑна, «Надежда» агрофирмӑна асӑннӑ.
«Республика шайӗнче йӗрке туса ҫитертӗмӗр. Эсир вара такамсене ирӗклӗ пурӑнма ирӗк паратӑр. Шыраса илейместӗр пулсан килӗшӗве мӗншӗн татмастӑр?», — ӳпкеленӗ район ертӳҫисене Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ эрнере унта пулнӑ чух.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать.
Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ.
«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле.
ЧР Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва «Нижегородметропроект», «Мосгипротранс», «МОЙ ГОРОД» предприятисен, Китайри «Эр Юань» инженери чукун ҫул корпорацийӗн пайташӗсем, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗсен, Патӑрьел, Шупашкар районӗсен, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшӑнмалла. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссем чарӑнмалли вокзал концепцине сӳтсе явмалла. Вокзала Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Патӑрьел патӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртессине те кун йӗркине кӗртнӗ.
Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем.
Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ.
Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс.
Ҫак эрнере республика ертӳҫи яланхиллех тӗрлӗ муниципалитет тӑрӑх ҫӳресе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашрӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар районӗнче пулнӑччӗ. Районти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли канашлу пуҫланиччен унти предприяти-организацисем тӑрӑх ҫӳремен вӑл: Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексне ҫеҫ кӗрсе тухнӑ. Тепӗр тесен, ҫав кун республика парламенчӗн черетлӗ сессийӗ иртрӗ те, ӗҫ кунӗнчи кашни минут шутлӑ пулнине тавҫӑрма кӑткӑс мар.
Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче Михаил Васильевич буфет патӗнче чарӑннӑ. Унта вӑл таурин энергетикне сутнине асӑрханӑ. Михаил Игнатьев ФСКра ун йышши шыв сутнинчен тӗлӗннӗ, ҫавӑншӑн вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ.
Чӑваш агрохолдингӗн ҫӗнӗ хуҫа пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. «Юрма» хуҫи улшӑнасси пирки ҫавӑн чухне тепӗр хут пӗлтернӗ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, Владимир Ермолаев «Юрма» агрохолдинга сутма шут тытнӑ.
«Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗ Элтепер. Компание Тутарстанри «Агросила» ял хуҫалӑх холдингне сутӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Правительстви лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне тутарсене сутасси пирки маларах та пӗлтернӗччӗ, кун пирки сас-хура Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче Михаил Васильевич каланӑччӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрлӗ муниципалитета тухса унти предприяти-организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе, халӑх шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашать. Иртнӗ ҫулхи кӑтартӑва пӗтӗмлетекен тата малашлӑха палӑртакан канашлусене те вӑл хутшӑнать.
Ӗнер, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Шупашкар районӗнче пулнӑ. Республика ертӳҫишӗн пур районпа хула та ҫывӑххи паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ку тӑрӑх Михаил Васильевичӑн тӑван енӗ пулнине унтисем мӑнаҫлӑн палӑртаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Янӑш ял тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ, «Прогресс» акционерсен обществинче тӗрлӗ должноҫре, ҫав шутра — ертӳҫӗре те, ӗҫленӗ. Шупашкар район администрацине те ертсе пынӑ.
Муниципалитетри активпа ирттернӗ канашлура Михаил Игнатьев районӑн лайӑх енӗсем пуррине, ҫапах та туса ҫитерейменни ҫук маррине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, халӑх пурнӑҫа лайӑхлатасса кӗтет, апла пулсан тӳре-шаран ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |